АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ ВАЛЛИ 100 БАЛЛ

Аслă Çĕнтерÿ валли 100 балл

Шкулсенче 9-мĕш тата 11-мĕш классенче пĕлÿ илекенсемшĕн умра чи яваплă тапхăр. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытса, тулли мар вăтам тата вăтам пĕлÿ илни çинчен çирĕплетекен аттестата алла илмелле. Анчах та хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухасси ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн чĕринче те шиклĕх çуратать. Çак тапхăра вĕренекенсемпе çывăх çыннисене тивĕçлипе тÿссе ирттерме пулăшас, экзаменсене лайăх тытмалли сĕнÿ-канаш парас тесе Вĕренÿпе ăслăлăх тытăмĕнче надзор енĕпе ĕçлекен Федераци служби пуçарнипе «Аслă Çĕнтерÿ валли 100 балл» Пĕтĕм Раççейри акци ирттерет. Кăçалхипе ăна улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Çĕршывра коронавирус эпидемийĕ хуçаланнăран пĕрремĕш хут «онлайн» мелĕпе ирттереççĕ ăна.

Кăçал асăннă акцие Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă. Иртнĕ çулсенче Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче 100 балл пуçтарнă выпускниксем тĕрĕслев ĕçĕсене мĕнле хатĕрленмелли вăрттăнлăхсем, майсем çинчен каласа параççĕ, мастер-классем ирттереççĕ. Çакă ачасен чĕринче экзаменсем умĕнхи шиклĕхе сирме пулăшать.

Районта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти икĕ вĕренекен — Максим Семеновпа Анастасия Дубинина пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче 100-шер балл пуçтарнăччĕ. Паян вĕсем çĕршывăмăрăн тĕрлĕ хулинчи аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс-хакăлне ÿстереççĕ.

Максим СЕМЕНОВ, Мускаври экономикăн аслă шкулĕн студенчĕ:

— Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчен математикăпа 100 балл илнĕ пулсан, ытти предметсемпе те 90 балл ытла пуçтарнăччĕ. Паллах, çине тăрсах хатĕрленнине пытармастăп. Ку чухне ППЭсен ятарлă платформинчи заданисемпе, тестсемпе ĕçленĕ. Сăмахран, математика предмечĕпе задача шутланă чухне хăвăртах хуравне е шутлав майне тупаймасан та хатĕр хурав çине пăхма васкама сĕнместĕп. Чылай вăхăт пуçа ватсан та тивĕçлĕ хурав тупаймасан çеç хатĕр хурав çинчи шутлав мелне васкамасăр, тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерсе тухăр. Задачăсене шутланă чухне пĕр евĕрлĕ задани тупăнсан та «пĕлетĕп-ха»  тесе сиктерсе ан хăварăр. Шутлав мелне лайăхрах астуса юлма темиçе те шутласа пăхăр. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленнĕ чухне вĕренекенсене Интернет уçлăхĕнчи вĕренÿ платформисенче ĕçлеме сĕнетĕп. Çавăн пекех кирек хăш экзаменра та ыйтусене тĕрĕс, тимлĕ вулани пĕлтерĕшлĕ. Васкама кирлĕ мар. Кунсăр пуçне тест ыйтăвĕсене е заданисене пурнăçланă чухне аякри шăв-шава «илтми» тата «курми» пулма хăнăхмалла. Тĕрĕслев ĕçĕсенче çакă ĕнтĕ пуçĕпех хăвăн ĕçÿсене тивĕçлипе пурнăçлама май парать те. Хăвăра хăвăр шанма хăнăхни те экзаменра пĕлтерĕшлĕ. Кăçал шкул пĕтерекен мĕнпур вĕренекене пурне те ăнăçу сунатăп.

 Анастасия ДУБИНИНА, И.М.Сеченов ячĕллĕ Мускаври пĕрремĕш патшалăх медицина университечĕн студенчĕ:

— ППЭсенче вырăс чĕлхипе 100 балл пуçтарнăччĕ пулсан, ытти предметсемпе те ку кăтарту 90 балран иртнĕччĕ. Ку вара вĕрентекенсемпе манăн пĕрлехи çитĕнÿ темелле. Тÿрех палăртам, кун йышши тĕрĕслевсенчен çав териех шикленме кирлĕ мар. Кун пек экзаменсем пирĕн пурнăçра малашлăхра тата та темиçе те пулаççĕ. Чи кирли  экзаменсене тивĕçлипе хатĕрленсе çитни. Çакна палăртам, вăл е ку предметпа правилăсене, формулăсене сăвă евĕр пăхмасăр калама вĕренни ку чухне пулăшу кÿмест. Вырăс чĕлхипе пысăк балсем илес тесен сочинени ытларах çырмалла, чĕлхене аталантарма кĕнеке нумай вуламалла. Çак тапхăрта кахалланманни, вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ. ППЭсен вĕренÿ порталĕсенче иртнĕ çулсенче пулнă задачăсене, сочинени темисене, тестсене тишкерсе тухмалла. Паллах, ыйхă çинчен мансах экзаменсене хатĕрленни те усăллах пулас çук. Тăраниччен çывăрмалла, вĕреннĕ хыççăн канмалла, туллин апатланмалла. Кун пек яваплă тапхăрта, паллах, аттепе анне хавхалантарса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пăлханăва сирме пулăшать, ачасене шанчăк парать.

Кăçал шкул пĕтерекенсене Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме кăштах вăхăт ытларах уйăрнă. Раççей Федерацийĕн çутĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕслевсен тĕп тапхăрĕ июнĕн 8-мĕшĕнчен пуçланать.  Çакна апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче ведомство ертÿçи Сергей Кравцов та палăртнăччĕ.